Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче «Юрма» агрохолдингӑн пуҫлӑхӗпе Владимир Ермолаевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич агрохолдинга паянхи уявпа, Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗпе саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура агрохолдингӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне тата малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ. Владимир Ермолаев уйӑх каялла уҫнӑ инкубатор ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна уҫма, сӑмах май, Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Пӗрремӗш чӗпӗсем тухрӗҫ. Талӑксерен 60 грамм ӳт хушаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Владимир Ермолаев.
Владимир Ермолаев ӳлӗмрен сысна та тытма пуҫласшӑннине пӗлтернӗ. Агрохолдинг ертӳҫи пирки каласан вӑл Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие ертсе пырать. Юлашкинчен каланинче тӑрӑшакансем ӗҫ укҫи вӑхӑтра илейместпӗр тесе нумаях пулмасть кӑмӑлсӑрланнине те палӑртнӑччӗ. Владимир Ермолаев ун чух ҫынсене йывӑрлӑх пурин те пур тесе каланӑччӗ.
Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Ку таранччен Шупашкарта 1115 лаптӑк уйӑрса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне тивӗҫекенсем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ.
Анчах пӗр ыйту ҫивӗч: хулара лаптӑксем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкарта юрӑхлӑ лаптӑксем юлманнине пӗлтереҫҫӗ. Чиновниксем кӳршӗ муниципалитетсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ун вырӑнне Шупашкар, Муркаш, _-Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсенче лаптӑксем уйӑрса парасшӑн. Вӗсем Шупашкар агломерацине кӗреҫҫӗ.
Район администрацийӗсем хирӗҫ мар. Вӗсем темиҫе лаптӑк уйӑрса панӑ. Апла пулин те Шупашкарта 820 яхӑн ҫемье лаптӑк илмешкӗн черетре тӑрать. Ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫ малалла пырать.
Ҫӗре тивӗҫнисем валли вара лайӑх хыпар пур. Хула лаптӑксене коммуникацисемпе тивӗҫтерме малтанах шантарнӑ. Халӗ сетьсене проект тумашкӑн контрактсем алӑ пуснӑ. Апла кӗҫех ҫул, газ, шыв, ҫутӑ пулӗҫ унта.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫи Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӑса хывни» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Чи малтанах, 13 сехетре, поэт ҫуралнӑ ялӗнче — Ахманере — Андрей Петтоки палӑкӗ патне чечек хурӗҫ. Ун хыҫҫӑн юнашар ялта конференци пуҫланӗ.
Андрей Петтоки (Петухов Андрей Трофимович) 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Ахманере ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата педагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ. 1942 ҫулхи ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн «Ҫирӗм иккӗ» кӗнекине 1932 ҫулта Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ. 1935 ҫулта К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑсла куҫарнӑ, ку паллӑ поэмӑн пӗрремӗш куҫарӑвӗ пулнӑ.
Авӑнӑн 19–20-мӗшӗсенче республикӑри халӑх пултарулӑхӗпе культура ҫурчӗ Элӗк районне ҫитсе вирьял чӑвашӗсен фольклорне пухнӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗ ҫакнашкал экспедицисене час-часах ирттерет, чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене пухать. Ҫулҫӳревре пухнӑ юрӑсене хатӗрлесе кӗнеке кӑлараҫҫӗ. Акӑ 2002 ҫулта этнографи ушкӑнӗнчи чӑвашсен ача-пӑча, туй, хӑна тата салтак юррисене пухса 5 кӗнеке кӑларнӑ.
Хальлӗхе тури чӑвашсен юррисен пуххи ҫук-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче экспедисем ирттернӗ. Анчах ку материалсене, шел те, хальлӗхе кун ҫути кӑтартман. Ҫапла тури чӑвашсен юррисене упраса хӑварас тӗллевпе Элӗк районне ҫул тытнӑ.
Экспедици маршручӗ 8 ял урлӑ выртнӑ. Ватӑ ҫынсем пулӑшнипе 70 ытла юра ҫырса илнӗ. Вӗсен йышӗнче туй юррисем, Ҫӑварни юррисем, салтак юррисем, утӑ ҫулма кайнӑ чухнехи тата ача-пӑча юррисем пулнӑ. Пухнӑ материала хатӗрлесе тури чӑвашсен юра пуххине кӗртӗҫ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре МЧС ӗҫченӗсем темиҫе пушара тӗп тунӑ. Канаш тата Муркаш районӗсенче ҫулӑма сӳнтермет тивнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче 23 ҫулти ҫыннӑн лаҫӗ ҫунма пуҫланӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Анчах вут-ҫулӑм сарая тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Унта вара 100 кролик ҫунса вилнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн лаҫӗ, вутӑ сарайӗ ҫунса кайнӑ.
17 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш районӗнчи Юрпаш ялӗнче сарай таврашӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм йывӑҫ пӳрте хыпса илнӗ. Вӑл ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ.
Ҫав каҫах 20 сехет те 20 минутра Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тимсӗрлӗхе пула тухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ере 685 пушар тухнӑ. Ку 56 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарта 58 ҫын вилнӗ. 80-ӑн суранланнӑ. Пушарта 252 ҫынна ҫӑлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.
Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.
Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.
Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.
Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.
Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.
Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла.
Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ патӗнчи Атӑл хӗррине федераци тӗллевӗллӗ «М-7» ҫул ҫинчен ҫитме малашне ҫывӑхланӗ. Унта анма маларах асӑннӑ районти Катькас ялӗ патӗнчен тӳрӗ ҫул сарӗҫ. Асфальт ҫул 4 ҫухрӑм кӑна пулӗ. Ҫула «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май сарма палӑртнӑ. Асӑннӑ инвестици проектне пӗлтӗр федерацин 2011–2018-мӗш ҫулсенче Раҫҫейре туризма аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна кӗртнӗ. Ҫула сарнин тӗллевне туризм инфраструктурин объекчӗсене тума илӗртес тенипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Паянхи куна ҫула хӑҫан ярассине палӑртнӑ. Халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пӑхса хунӑ лаптӑк ҫинче ҫул сарасси пирки ҫавсен хуҫисемпе тата тара илекенсемпе килӗшсе татӑлмалла.
Пыл сӑпасӗ иртнӗ эрнерех пулчӗ пулин те муркашсем ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнине пӗлтересех килчӗ.
«Вӗлле хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх» регионсем хушшинчи уява кӑҫалхипе муркашсем улттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ҫултан ҫул вӑл хитреленсе-анлӑланса та сарӑлса пырать. Пуҫласа ку проекта культурӑпа ӳнер сферинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме республика шайӗнче ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ.
Хальхине пысӑк шайри тӳре-шара, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ыттисем – пырса ҫитнӗ. Вадим Николаев муркашсене пыл хурчӗ пек ӗҫчен тесе ырланӑ. Мухтаканӗсем татах пулнӑ-ха. Республикӑн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев вӗсем пирки «лартнӑ тӗллеве яланах пурнӑҫлаҫҫӗ» тесе хакланӑ. Республикӑн апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи, вӑл муркашсен Шупашкарти ентешлӗхне ертсе пырать, Александр Федотов ентешӗсене пыл сутма Мускаври пасара кӑларма шантарнӑ.
Сӑнсем (58)
Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ.
Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать.
Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ.
Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |